Урал сасси
+13 °С
Ясно
Новости
28 Сентября 2020, 12:25

Талăкĕпе ĕçлекен вĕрентÿ учрежденисен ĕçченĕсене тÿлевсемпе тивĕçтерĕç

Пушкăртстанра талăкĕпе ĕçлекен вĕрентÿ учрежденисен уйрăм ĕçченĕсем пĕр хутчен парăнакан тÿлевсене илĕç. Кирлĕ указа ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров 2020 çулхи сентябрь уйăхĕн 24-мĕшĕнче алă пуснă.

Пушкăртстанра талăкĕпе ĕçлекен вĕрентÿ учрежденисен уйрăм ĕçченĕсем пĕр хутчен парăнакан тÿлевсене илĕç. Кирлĕ указа ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров 2020 çулхи сентябрь уйăхĕн 24-мĕшĕнче алă пуснă.
Администраципе управлени тата социаллă‚ вĕрентÿ‚ медицина пулăшу ĕçĕсем паракан ĕçченсене 25-шер пин тенкĕ парĕç (учрежденинче кăшăлвируспа чирленисене тупса палăртман пулсан). Енчен те унта кăшăлвируспа чирленисем пулсан‚ тÿлев 35 пин тенкĕпе танлашĕ.
Пулăшу пама условисем йĕркелекен ĕçченсем вара 10-шар пин тенкĕ илме тивĕçĕç. Асăннă учрежденинче çĕнĕ инфекципе чирлекенсем пулсан‚ вĕсен тÿлевĕ 15 пине çитĕ.
Документра çакна та палăртса хăварнă: тÿлевсене патшалăх учрежденийĕсенче апрель уйăхĕн 20-мĕшĕ - июль уйăхĕн 13-мĕшĕнче 14-шар кун ĕçлекен ĕçченсене çеç параççĕ. Апла пулсан учреждени карантинта е автономлă ĕç режимĕнче (изоляцинче) пулмалла. Унсăр пуçне вăл талăкĕпе ĕçлекен‚ ПР Вĕрентÿпе наука министерствине пăхăнса тăракан учреждени шутланмалла.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас