Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
29 Сентябрӗн 2020, 19:50

Кĕмĕлтен тунă сăвăс палăкĕ

Ĕпхÿре хăйне евĕр палăк лартнă. Пысăках мар арт-объекта пĕр-пĕр çынна мар, хурт-кăпшанка –сăвăса- халалланă. Ăна 925-мĕш пробăллă кĕмĕлтен шăратса тунă.

Ĕпхÿре хăйне евĕр палăк лартнă. Пысăках мар арт-объекта пĕр-пĕр çынна мар, хурт-кăпшанка –сăвăса- халалланă. Ăна 925-мĕш пробăллă кĕмĕлтен шăратса тунă.
«Эпир «Урал тăвĕсем посольствăра» укçа тенкĕ шайĕнчи ставкăна ÿстернĕ май Ĕпхĕве тĕнче шайне çĕклес терĕмĕр. Пирĕн идея ансат – çитет Ĕпхÿ урамĕсенче пластик палăксем лартса. Паха йышши метталсем тата çивĕч темăсем çеç пулмалла» тесе çырать Олег Чегодаев предприниматель, блогер-çулçÿревçĕ.
Хăйне евĕр палăка тăвакансем Ĕпхÿ хулинче пурăнакансене тарăн шухăша путма хистеççĕ: çĕр чăмăрĕ çинчи чĕрчунсене начарри тата лайăххи çине пайлама кирлĕ мар, вĕсем пурте пĕр тан, пурин те пурăнас килет. Унсăр пуçне палăк çитес çул çынсене сăвăс энцефалитĕнчен прививка тумаллине асăрхаттарĕ тесе шутлать Чегодаев.
Палăка тĕп хулари Мустай Карим урамĕнчи 44-мĕш çуртăн картишĕнче вырнаçтарнă. Ун çине вандалсемпе вăрăсем куç ан хывччĕр тесе ăна видео камерăсем сăнаса тăраççĕ.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас: