Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
30 Сентябрӗн 2020, 13:05

Çемьери харкашу инкекпе вĕçленнĕ

Пишпÿлек районĕнчи шалти ĕçсен пайне больницăна çĕçĕпе чиксе суранлантнă çынна илсе килни çинчен калакан хыпар çитнĕ.

Пишпÿлек районĕнчи шалти ĕçсен пайне больницăна çĕçĕпе чиксе суранлантнă çынна илсе килни çинчен калакан хыпар çитнĕ.
Следствипе оперативлă ушкăн тÿрех инкек пулса иртнĕ вырăна тухса кайнă. Полицейскисен малтанхи кăтартăвĕсем тăрăх, преступление больницăна лекнĕ арçыннăн 27 çулхи мăшăрĕ туни паллă пулнă. Хĕрарăм малтан та судпа айăпланнă. Ун чухне вăл тăванĕн сывлăхне йывăрах мар сиен кÿнĕ.
Малтанхи кăтартусем тăрăх, упăшки килне ÿсĕр таврăнса арăмĕпе хирĕçме пуçланă. Сăмах çине сăмах, арăмне ÿсĕр мăшăрĕ кÿрентернисем йăлăхтарсах çитернĕ. Çилленсе çитнĕ хĕрарăмăн куçĕ айне çивĕч çĕçĕ лекнĕ. Хĕрарăм ăна ярса илнĕ те пукан çинче ларакан упăшкине чикнĕ. Мĕн пулса иртнине ăнланса илнĕ хыççăн мăшăрне тÿрех больницăна ăсатнă.
Надежда РОДИОНОВА.
Пишпÿлек районĕ.
Читайте нас: