Урал сасси
+16 °С
Облачно
Новости
30 Сентября 2020, 08:25

Мелиораци ĕçĕсем тума субсиди уйăрĕç

Кăçал республикăра мелиораци мероприятийĕсене ирттерме аграрисене 76 млн тенкĕлĕх субсидисем парĕç. Çакăн валли федераци хыснинчен тата регион бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăрнă.

Кăçал республикăра мелиораци мероприятийĕсене ирттерме аграрисене 76 млн тенкĕлĕх субсидисем парĕç. Çакăн валли федераци хыснинчен тата регион бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăрнă.
Çав вăхăтрах планпа регионти гидромелиоративлă сооруженисем тумалли кăтарту 630 гектарпа танлашать. Кăçал «Экосалат» ООО 170‚ 4 гектар çĕр лаптăкĕ çинче шăвармалли система хута янă. Ун чухне регионти аграрисем 11‚3 млн тенкĕ субсиди илнĕ пулнă.
Паянхи кун Авăркас районĕнчи «Урожай» компанинче выльăх апачĕ çитĕнтерекен хирсене шăвармалли системăна хăпартаççĕ. Асăннă хуçалăхра сĕт паракан выльăх-чĕрлĕх ĕрчетеççĕ. Унсăр пуçне унта пулас сĕт комплексĕпе юнашар вырнаçнă нумай çул ÿсекен курăк анисене шăварма шыв пăрăхĕ хывма тытăннă.Унăн тăршшĕ - 3800 метр. Çакăнтах икĕ модульлĕ «Пионер» насус станцийĕ тата «Бауэр» виçĕ пĕрĕхтермелли хатĕр вырнаçтарĕç.
Шăвармалли лаптăк 276 гектарпа танлашать. ПР Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх‚ сенаж хывма çулталăкне виçĕ хут люцерна çулса илме палăртаççĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас