Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
30 Сентябрӗн 2020, 13:20

Микул Ишимбай пултарулăхне мускавсем те асăрханă

Тунă ĕçе чысласа хак пани кирек кам чĕринче те ăшă туйăмсем çуратать, çыннăн ĕçлес туртăмне хăват кĕртет.

Тунă ĕçе чысласа хак пани кирек кам чĕринче те ăшă туйăмсем çуратать, çыннăн ĕçлес туртăмне хăват кĕртет. Çакăн евĕр шухăшлав патне ытахальтен килсе тухмастăн. Çак кунсенче çĕршывăн тĕп хулинчен, Мускавран, савăнăçлă хыпар килсе çитрĕ. «Шуратăл» литература пĕрлешĕвĕн ертÿçи, Фатых Карим премийĕн лауреачĕ, 11 кĕнеке авторĕ Николай Иванов (Микул Ишимбай) çыравçă Раççей Писательсен союзĕн Хисеп хутне тивĕçнĕ. Мĕншĕнне те кĕскен ăнланмалла палăртнă - литература анинче нумай çул тухăçлă ĕçленĕшĕн тенĕ.
Сăмах ăстине çак наградăна илнĕ ятпа вулакансен ятĕнчен чун-чĕререн саламлатпăр. Пурнăçра ырлăх-сывлăх суннипе пĕрле малашне те пултарулăх ĕçĕнче çитĕнÿсем тума сунатпăр. Эпир вара, вулакансем, çĕнĕ хайлавсем кĕтетпĕр.
Вулакансен ятĕнчен «Урал сасси» хаçат ĕçченĕсем.
Читайте нас: