Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
30 Сентябрӗн 2020, 13:25

Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунĕ ячĕпе

Пирĕн хаçата вулакансен ытларах пайĕ - тивĕçлĕ канури, çулĕпе самаях аслă çынсем.

Пирĕн хаçата вулакансен ытларах пайĕ - тивĕçлĕ канури, çулĕпе самаях аслă çынсем. Хисеплĕ ватăсем, вăрçă тата ĕç ветеранĕсем, сире Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатпăр. Халӑх йӑли-йӗркин шанчӑклӑ управҫисем, пурнӑҫри паха опытпа ӑс-хакӑл ҫӑл куҫӗ пулнӑ май эсир республикӑн ылтӑн фончӗ шутланатӑр. Истори тапхӑрӗсене вӗҫе-вӗҫӗн татӑлми ҫыхӑнтарса хӑвӑрӑн аслӑ та тарӑн пӗлӗвӗре ҫамрӑк ӑрӑва паратӑр.
Паянхи Пушкăртстан тивӗҫлипе мухтанакан чылай япалана эсир тунӑ тата килес ӑрусемшӗн шанчӑклӑн сыхласа хӑварнӑ. Вӗсен шутӗнче: промышленноҫӑн пысӑк предприятийӗсемпе архитектура палӑкӗсем, автомобиль тата чукун ҫулсем, пурӑнмалли микрорайонсем тата ыт.те. Эсир ырми-канми тӑрӑшнине пула вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче ял хуҫалӑхӗ вӑй илсе тĕрекленнĕ, халăх тулăх пурнăçпа пурăнма пуçланă.
Эпир сирӗн ҫитӗнӗвӗрсемпе чун-чӗререн хавхаланатпӑр, сиртен тӗслӗх илетпӗр, пурнӑҫри хастарлӑхӑршӑн савӑнатпӑр.
Сире пӗтӗм кӑмӑлтан ҫирӗп сывлӑх, чун канӑҫлӑхӗпе вӑрӑм ӗмӗр, пурнӑҫа юратса, ҫывӑх ҫыннӑрсен чун ӑшшипе юратӑвне туллин туйса пурăнма сунатпăр. Ырлӑх тата телей сире!
Сирĕн умăрта пуç тайса -
«Урал сасси» хаçат коллективĕ.
Читайте нас: