Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
30 Сентябрӗн 2020, 18:25

Пушкăртстана грипран тумалли иккĕмĕш парти вакцина çитнĕ

Унта 550 пин ытла доза.Прививка кампанине малалла тăсма Пушкăртстана тата 551 970 доза вакцина çитнĕ. Çакăн пирки республикăри Сывлăх сыхлав министерствин пресс-службинче пĕлтернĕ.

Прививка кампанине малалла тăсма Пушкăртстана тата 551 970 доза вакцина çитнĕ. Çакăн пирки республикăри Сывлăх сыхлав министерствин пресс-службинче пĕлтернĕ.
Çывăх вăхăтра 527 640 доза 60 çултан иртнисем тата вăраха кайнă чирсемпе чирлекенсем, 7000 доза йывăра юлнă хĕрарăмсем, 11 360 доза ятарлă вăтам пĕлÿ паракан вĕрентÿ учрежденийĕсен 15-17 çулхи студенчĕсем валли уйăрĕç. Региона илсе килнĕ грипран тăвакан пĕрремĕш парти вакцинăра 516 пин доза пулнă.
Статистика кăтартăвĕсем тăрăх, грипа хирĕç тăвакан прививка чир шайне 1,4-1,7 % чакарать, чире çăмăлрах чăтса ирттерме пулăшать, вăл шала каясран е вилĕмпе вĕçленекен тĕслĕхсенчен сыхланма пулăшать.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас: