Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
1 Октябрӗн 2020, 18:20

3,7 пин ытла наркопреступлени тупса палăртнă

Пушкăртстанра кăçалхи сакăр уйăх хушшинче 3,7 пин наркопреступлени тупса палăртнă.

Пушкăртстанра кăçалхи сакăр уйăх хушшинче 3,7 пин наркопреступлени тупса палăртнă. Вĕсенчен 2,3 пин тĕслĕхĕ наркотиксем сутассипе çыхăннă.
Çÿлерех асăннă фактсене республикăри прокуратурăн пресс-служби пĕлтернĕ.
Медицина препарачĕсен шутне кĕмен сутма чарнă япаласемпе усă курнăшăн тата çав сферăри ытти йĕркесене пăснăшăн 2339 çынна административлă явап тыттарнă. Унсăр пуçне сакăр уйăх хушшинче регионта саккунсăр çаврăнăшран 174 кг наркотик хатĕрĕ туртса илнĕ.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас: