Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
1 Октябрӗн 2020, 18:20

4 пин ытла призывник çара кайĕ

Кĕркунне Пушкăртстанран 4 пин ытла çамрăк çар службине кайĕ.

Кĕркунне Пушкăртстанран 4 пин ытла çамрăк çар службине кайĕ.
2020 çулхи октябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен республикăри Çар комиссариачĕ граждансене çара илессипе кĕрхи призыва пуçарса янă.
Призывниксене наука ротисене ярĕç‚ çав шутра Эра Технополиса та.
Çар комиссариатĕнче пĕлтернĕ тăрăх‚ Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă вăйăсене кăшăлвирус ан çиттĕр тесе çамрăк салтаксене çара илессипе çыхăннă мероприятисене санитарипе эпидеми мерисене пăхăнса йĕркелĕç.
Пухăну пунктне килсе çитнĕ призывниксем COVID-19 экспресс-тестне иртĕç. Пÿлĕмсенче бактерисене пĕтерекен ятарлă хатĕрсемпе куллен дезинфекци ĕçĕсем ирттерĕç. Пухăну пунктĕнче çамрăк каччăсене маскăсемпе гигиена япалисенчен тăракан ятарлă контейнерсем парĕç. Респираторлă вирус чирĕн паллисем пур призывниксене çийĕнчех ыттисенчен уйăрĕç‚ кирлĕ медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерĕç.
Çар службине илессипе çыхăннă мероприятисем кăçалхи декабрь уйăхĕн 31-мĕшĕччен тăсăлĕç.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: