Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
1 Октябрӗн 2020, 18:25

Çамрăк хĕре автобус çапса хăварнă

Сентябрь уйăхĕн 30-мĕшĕнче каçхине Пелепей хулинче инкеклĕ ĕç пулса иртнĕ. Çуран утакан çамрăк хĕр автобус кустăрми айне лекнĕ.

Сентябрь уйăхĕн 30-мĕшĕнче каçхине Пелепей хулинче инкеклĕ ĕç пулса иртнĕ. Çуран утакан çамрăк хĕр автобус кустăрми айне лекнĕ. ПР ГИБДД пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх‚ асăннă çул-йĕр инкекĕ Восточная урамĕнче пулса иртнĕ. Вырăнта пурăнакан 48 çулхи арçын «КАвЗ» рульне тытса пынă вăхăтра çул-йĕр правилисене пăсса юраман вырăнта çул урлă каçакан 26 çулхи хĕр çине кĕрсе кайнă.
Çуран çÿрекен аварире йывăр суранланнипе больницăра сывлама чарăннă. Инкек вăхăтĕнче автобусра пассажирсем пулманни те паллă.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: