Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
1 Октябрӗн 2020, 19:04

Çĕршыв пуçлăхĕ йывăç экспортне чарма хушнă

Сентябрь уйăхĕн 30-мĕшĕнче вăрман хуçалăхне аталаттарас тата çак ĕçре криминаллă пулăмсене пĕтерес ыйтупа иртнĕ канашлура Раççей Президенчĕ Владимир Путин малашне лăсăллă тата хаклă йышши çулçăллă йывăçсене çĕршывран илсе тухма чарасси çинчен пĕлтернĕ.

Сентябрь уйăхĕн 30-мĕшĕнче вăрман хуçалăхне аталаттарас тата çак ĕçре криминаллă пулăмсене пĕтерес ыйтупа иртнĕ канашлура Раççей Президенчĕ Владимир Путин малашне лăсăллă тата хаклă йышши çулçăллă йывăçсене çĕршывран илсе тухма чарасси çинчен пĕлтернĕ.
Сăмах кунта пĕрене шайĕнчи чĕр тавар пирки пырать, енчен те йывăçран пĕр-пĕр тавар туса кăларнă пулсан чару пулмалла мар. Çĕршыв пуçлăхĕ йывăçа касса йăвантарнинчен пуçласа тавар туса кăлариччен мĕнле процессем пулса иртеççĕ вĕсем пурте уçăмлă пулмалла тесе палăртнă. Нимĕнле криминаллă витĕм кÿни пулмалла маррине асăрхаттарнă.
Йывăçа пĕрене шайĕнче сутма чарасси 2022 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕмелле.
Саккуна пăсса вăрман касни тата унтан тĕрлĕ тавар туса кăларни çинче республикăра та пĕрре мар ыйту хускатнă. Сăмахран, иртнĕ çул Караидель районĕнче иртнĕ «Ресурссем, партнерсем, интеграци» вăрман хуçăлăх форумĕнче Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров йывăçран тавар туса кăларасси питĕ çивĕч ыйту тăнине палăртнă.
-Йывăçа пĕрене шайĕнче республика тулашне илсе тухассине чакармалла. Çак ĕçре эпир чылай укçа-тенкĕ çухататпăр: бюджетра та, уйрăм çыншăн та,- тенĕ регион ертÿçи.
Ун чухне вăл тĕслĕх вырăнне Николай Порядин предпринимателе илсе кăтартнă. Усламçă Караидель районĕнчи Абызово ялĕнче ятарлă йывăç цехĕ уçнă, унта «Кохинор» чех фирмин кăранташĕсене туса кăларнă çĕрте усă куракан ламелсем хатĕрлеççĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: