Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
2 Октябрӗн 2020, 19:40

Икĕ хутлă турист автобусĕн маршручĕ паллă

Ĕпхÿ хули тăрăх çÿрекен икĕ хутлă турист автобусĕн маршручĕ паллă. Пушкăртстанри Туризм енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕ пĕлтернĕ тăрăх‚ экскурисем кашни эрне кунпа шăмат кун иртĕç.

Ĕпхÿ хули тăрăх çÿрекен икĕ хутлă турист автобусĕн маршручĕ паллă. Пушкăртстанри Туризм енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕ пĕлтернĕ тăрăх‚ экскурисем кашни эрне кунпа шăмат кун иртĕç. Вĕсем «АРТ-Квадратран» (М.Карим ячĕллĕ урам‚ 2 çурт) патĕнче пуçланса çавăнтах вĕçленĕç.
Маршрута истори урамĕсене – Ленинпа Карл Маркс‚ Достоевскипе Мустай Карим‚ Кировпа Мажит Гафури‚ Заки Валидипе Тукай‚ Зайнулла Расулевапа Советская‚ Пушкинпа Цюрупа‚ Сочинскаяпа Белая юхан шывĕн çыранĕ – кĕртнĕ.
Автобус малтанхи режимпа паянтан‚ октябрь уйăхĕн 2-мĕшĕнчен‚ ĕçлеме тытăннă. Экскурси билечĕсене вырăнтах туянма пулать.
Паянхи саманана тивĕçтерекен автобусра 59 вырăн. Ăна Ĕпхÿ хулине республика правительстви парнеленĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: