Пур хыпар та
Новости
2 Октябрӗн 2020, 19:10

Обсерваторирен тухса тарнăшăн – штраф

Пушкăртстанра вахта мелĕпе ĕçлекен çынна COVID-19 чирпе чирленĕскере обсерваторирен тухса тарнăшăн штраф тÿлемелле тунă.

Пушкăртстанра вахта мелĕпе ĕçлекен çынна COVID-19 чирпе чирленĕскере обсерваторирен тухса тарнăшăн штраф тÿлемелле тунă.
Кушнаренковă район сучĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, 2020 çулхи май уйăхĕнче Тарабердино ялĕнче пурăнакан 40 çулхи арçын вахта вĕçленнĕ хыççăн килне таврăннă. Медицина тĕрĕслевĕ ирттернĕ хыççăн вăл кăшăлвируспа чирлĕ пулни палăрнă. Çавна пула ăна ытти çынсенчен уйăрса инфекци госпитальне обсерваторине вырнаçтарнă. Анчах та арçын çирĕплетнĕ карантин йĕркине пăхăнман, хăй тĕллĕн никамран ыйтмасăр обсерваторинчен тухса кайнă.
Судра вăл хăйĕн айăпне йышăннă. Апла пулин те 15 пин тенкĕ штраф тÿлемелле тунă.
Юрий МИХАЙЛОВ
Читайте нас