Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
2 Октябрӗн 2020, 19:00

Укçа вăрланă‚ почта уйрăмне чĕртсе çунтарнă

Пелепей хулинче «Баженово» почта çыхăну уйрăмĕн экс-начальникĕ почта укçи-тенкине хăйĕн пурлăхне çавăрнăшăн тата çыхăну уйрăмне чĕртсе çунтарнăшăн суд умне тăрĕ.

Пелепей хулинче «Баженово» почта çыхăну уйрăмĕн экс-начальникĕ почта укçи-тенкине хăйĕн пурлăхне çавăрнăшăн тата çыхăну уйрăмне чĕртсе çунтарнăшăн суд умне тăрĕ.
Пелепейĕнчи районсем хушшинчи прокуратура çирĕм ултă çулхи хĕре тытса хупмалла тесе йышăннă.
Пушкăртстан прокуратури пĕлтернĕ тăрăх‚ 2020 çулхи март уйăхĕнче çамрăк хĕр почта уйрăмĕн сейфĕнчен ăна шанса панă 177 пин тенке вăрланă. Ултав çулĕ çине тăнă экс-пуçлăх çак укçа-тенкĕпе хăйне мĕнле кирлĕ çавăн пек усă курнă.
Преступлениллĕ ĕçе пытарас шухăшпа хĕр почта уйрăмĕ вырнаçнă пÿлĕме чĕртсе çунтарнă. Пĕтĕмĕшле кÿнĕ сиене 700 пин тенкĕлĕх хакланă.
Çамрăк хĕр хăйĕн айăпне йышăннă. Ăна хирĕç пуçарнă уголовлă ĕçе Пелепейĕнчи хула судне янă.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: