Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
2 Октябрӗн 2020, 19:20

Взятка илме пулăшнăшăн айăпласшăн

Ĕпхÿ хулин Киров районĕнчи следстви уйрăмĕ Пушкăрт патшалăх медицина университетĕнче хуçалăх склад заведующийĕ пулса ĕçленĕ 41 çулхи хĕрарăм тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Ăна «Уйрăмах пысăк виçепе взятка илме пулăшнăшăн» статьяпа айăпласшăн.

ПР Следстви комитечĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, медицина университечĕн студенчĕ хăйпе пĕр курсра вĕренекен икĕ хĕре 550-шар пин тенкĕ взятка парса пĕр чăрмавсăр тÿлевсĕр вĕренме кĕме сĕннĕ. Студенткăсем унпа килĕшсе кирлĕ чухлĕ укçа тупса панă. Посредник 450 пин тенкине айăпланакан хĕрарăма панă. Лешĕн ăна Пушкăрт патшалăх медицина университетчĕн йышăну комиссийĕн паллă мар членĕсем патне çитермелле пулнă. Хĕрсем хăйсене университета илменнине пĕлсен йĕрке хуралĕн органне заявлени çырса панă.
Халĕ айăпланакан хĕрарăм тĕлĕшпе следстви ĕçĕсем пыраççĕ. Следовательсем çак утăма мĕн сăлтавпа тунине, преступленилле ĕçе тата камсем хутшăннине тупса палăртасшăн.
Çавăн пекех прокуратура 21 çулхи студент тĕлĕшпе те «пысăк виçепе взятка илме пулăшнăшăн» статьяпа килĕшÿллĕн угловлă ĕç пуçарнă. Ăна пĕтĕмлетсе Киров район судне ярса панă.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас: