Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
3 Октябрӗн 2020, 17:40

Благовещенскра пысăк ача çачĕ пулĕ

Благовещенск хулинче çулталăк вĕçленнĕ тĕле 220 вырăнлă ача сачĕ хута каймалла, ăнă хăпартма укçа-тенкине республика бюджетĕнчен уйăрнă. Проект хакĕ 131,3 млн тенкĕпе танлашать. Строительство ĕçĕсем çулталăк каялла пуçланнă. Хальхи вăхатра объектра мĕнпур ĕçсен 70 процентне пурнăçланă. Çĕнĕ ача садĕнче 12 ушкăн пулмалла, вĕсенчен тăваттăшĕ - ясли ушкăнĕ.

«Демографи» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн республика 22 ача сачĕ хута янă, пĕтĕмĕшле 3228 вырăн уçнă. 2020 çулта шкул çулне çитмен ачасем валли 24 учреждени хăпартаççĕ. Вĕсенче 3890 вырăн пулĕ. Чăн малтан кăçал Ĕпхÿ çывăхĕнчи Чесноковкăри ача сачĕ ĕçлеме пуçланă тесе пĕлтернĕ Пушкăртстанри Строительствăпа архитектура патшалăх комитетĕнче.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас: