Пушкăртстан правительствин премьер-министрĕ Андрей Назаров Ĕпхÿ хулинче кил-çуртри каяшсене çÿп-çап полигонĕсене мĕнле илсе тухнине тĕрĕсленĕ. Министрсен Кабинечĕн пуçлăхĕ тĕп хулара «Спецавтохозяйство» регионти оператор 3500 контейнер лапамĕ йĕркĕленине тата 1900 евроконтейнер туяннине çирĕплетнĕ. Унсăр пуçне каяша уйăрса пуçтарма 849 контейнер вырнаçтарнă. Çак ĕç çĕнĕ çулччен тăсăлать.
- Эпир Заки Валиди урамĕнчи çурт умĕнчи лапама хак патăмăр.Каяш турттаракан автомобиль килсе çитрĕ. Вăл çĕнĕ те паянхи кун ыйтнине тивĕçтерет. Водитель эпир пуррине курмасăр каяш контейнерĕсене пушатрĕ. Сăн ÿкерчĕк турĕ: тулли контейнерсене тата пушатнă хыççăн. Питĕ те тĕрĕс, эпир фотофиксаци тенине хамăр ятарласа кĕртнĕччĕ. Тĕрĕслекен кашни картише çитеймест. Кун пек вара пурте куç умĕнче, ĕç туни курăнать. Мана пĕр япала килĕшмерĕ, контейнера пушатнă чухне шĕвек каяш тата конденсат асфальт çине тăкăнать.Нумай мар, анчах та çак çитменлĕхе пĕтермеллех. Çак проблемăна мĕнле татса памаллине тĕпчеме хушрăм, - тенĕ Андрей Назаров.
Тепĕр çитменлĕхе премьер-министра водитель пĕлтернĕ. Арçын контейнер çывăхĕнче тĕрлĕ транспорт лартни ĕçлеме чăрмантарнине палăртнă.Çавна пула тепĕр чухне каяша илсе тухмалли графика пăсма тÿр килет.
«Мĕнпур автотранспорт хуçисене çакна шута илме ыйтатăп. Сирĕншĕн ĕçлекен çынсен ĕçне хисеплеме пĕлмелле. Енчен те каяша вăхăтра илсе тухмасан çак ÿкерчĕк хăвăра та килĕшмĕ»,- тесе çырнă премьер-министр.