Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
3 Октябрӗн 2020, 18:30

Çтерлĕ çывăхĕнче тепĕр инфекци центрĕ тăвасшăн

Кăшăлвирус эпидемийĕ нимле те хыçа юласшăм мар тесе палăртнă Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров. Регион ертÿçи каллех ятарлă костюм тăхăнса Зубовăра вырнаçнă республикăри инфекци центрне çул тытнă.

Кăшăлвирус эпидемийĕ нимле те хыçа юласшăм мар тесе палăртнă Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров. Регион ертÿçи каллех ятарлă костюм тăхăнса Зубовăра вырнаçнă республикăри инфекци центрне çул тытнă.
- Мускав каллех чару (ограничительные) мерисемпе усă кура пуçларĕ. Çавăнпа та пирĕн те маларах хатĕрленмелле, сывлăх сыхлав сферине çирĕплетмелле. Инфекци центрĕ пурри лайăх пулăм. Эпĕ строительсемпе кураторсене кĕске вăхăт хушшинче паха центр хăпартнăшăн тав тăватăп. Вăл пире питĕ вăйлă пулăшать. Кунта тĕплĕн шухăшласа тунă система, чир вучахне вăхăтра сÿнтереççĕ. Анчах та унăн хăвачĕ виçесĕр мар. Çавăнпа та медицина ĕçченĕсем çакăн пекех тепĕр инфекционка уçасси пирки ыйту çĕклеççĕ,- тенĕ Радий Хабиров.
Пушкăртстан пуçлăхĕ каланă тăрăх, медицина учрежденине Çтерлĕпе Салават хулисен çывăхĕнче хăпартма палăртаççĕ. Районсенчен килекен чирлĕ пациетсене унта вырнаçтарĕç.
- Канмалли кунсенче çак ыйтăва, учреждени кирлипе кирлĕ маррине, пăхса тухăпăр. Тунтикун оперативлă канашлура йышăну тăвăпăр, - пĕлтернĕ Радий Хабиров.
Юлашки талăкра СOVID-19 вируспа чирленисен шучĕ 44 çынпа танлашнă. Регионта чирлисен шучĕ, палăрмаллах мар пулин те, ÿсни сисĕнет. Пандеми тапхăре пуçланнăранпа кăшăлвируспа чирленисем 8917 çынна çитнĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: