Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
4 Октябрӗн 2020, 18:15

Кăшăлвируса пула Ĕпхÿре 64 çулхи хĕрарăм вилнĕ

СOVID-19 инфекцие пула Ĕпхÿ хулинче 64 çулхи хĕрарăм вилнĕ тесе пĕлтерет регионти Сывлăх сыхлав министерстви.

СOVID-19 инфекцие пула Ĕпхÿ хулинче 64 çулхи хĕрарăм вилнĕ тесе пĕлтерет регионти Сывлăх сыхлав министерстви.
Çулланнă хĕрарăм кăшăлвируссăр пуçне полиорганлă çитменлĕх, икĕ енлĕ гидроторакс чирĕсемпе асапланнă. Çавăн пекех унăн организмĕнче юн çаврăнăшĕ те пăсăлнă пулнă.
Паянхи кун тĕлне республикăра кăшăлвируспа чирлесе вилнисен шучĕ 42 çынна çитнĕ.
Юлашки талăкра СOVID-19 инфекципе çĕнĕрен чирленисене 44 çынна шута илнĕ. Пандеми пуçланнăранпа регионта пурĕ 8961 çын кăшăлвируспа чирленине регистрациленĕ.
Сывлăх сыхлав министерстви пĕлтернĕ тăрăх, республикăри стационарсенче 83 пациент сипленеççĕ, 630 çын – амбулатори мелĕпе. Пĕр пациент хăйне йывăр туять. Çак талăкра 8 çынна больницăран кăларнă. Ÿпке шыçнисене юлашки талăкра 131 çын шута илнĕ. Больницăсенчен ÿпке шыçнă 67 пациента кăларнă.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас: