Тĕрĕслев вăхăтĕнче çакна тупса палăртнă, 2018 çулхи апрель уйăхĕнчен пуçласа 2019 çулхи май уйăхĕччен кĕçĕн инспектор саккуна пăсса тĕрмере ларакансене сим-картăллă, смарт-сехетлĕ карас телефонсемпе тивĕçтернĕ. Çакăншăн унăн ячĕпе банкри карта çине арестантсен тăванĕсемпе çывăх çыннисем укçа куçарса панă. Иртнĕ çулхи июнь уйăхĕнче, колони территорине виçĕ телефон илсе кĕме пуçланă чухне, ăна тытса чарнă.