Хисеплĕ туссем, «Урал сасси» хаçат вулаканĕсем, 2021 çулхи пĕрремĕш çур çул валли «Урал сасси» хаçата çырăнса ĕлкĕреймен пулсан, çывăх кунсенче сирĕн çемье бюджетне перекетлеме май пур. Октябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 10-мĕшĕччен хаçата йÿнерех хакпа çырăнса илме пулать. Çитес çур çулшăн çырăнмалли хак - 498 тенкĕ те 90 пус пулсан, декадник вăхăтĕнче 436 тенкĕ те 62 пус (индексĕ П2754). Çапла 10 кун хушшинче сирĕн 62 тенкĕ те 28 пус перекетлеме май пур. Юратнă кăларăма çулталăка та çырăнса илме пултаратăр. Вăл 917 тенкĕ те 74 пус (индексĕ П3362) тăрать, анчах та декадник вăхăтĕнче унăн хакĕ йÿнелмест, çавах юлать.