Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
5 Октябрӗн 2020, 19:30

Пушарта ашшĕпе амăшĕ тата 5 çулхи хĕрача вилнĕ

Ĕпхÿ районĕнчи Лебяжий поселокĕнче иртнĕ çĕрле пысăк инкек пулса иртнĕ - уйрăм кил-çурт çуннă вăхăтра ашшĕпе амăшĕ тата 5 çулхи хĕрача вилнĕ. Хальхи вăхăтра пулса иртнĕ пăтăрмаха Следстви комитечĕн тата Инкеклĕ лару-тăру министерствин ĕçченĕсем тĕпчесе уçăмлатаççĕ. Çав вăхăтрах Ĕпхÿ район администрацин пуçлăхĕ Вилорий Угаров çакна пĕлтернĕ:

- Хальлĕхе тулли информаци çук. Асăннă çемье ăнăçсăр çемьесен шутне кĕмен, вĕсен çуртĕнче пушара маларах систерекен прибор (пожарный извещатель) пулман. Ашшĕпе амăшĕ тата 5 çулхи хĕрача тĕтĕмпе чыхăнса вилнĕ, асламăшĕ çунакан çуртран тухса ĕлкĕрнĕ,- тенĕ администраци ертÿçи. – Пĕрремĕш верси тăрăх, пушар электричество пайĕ юсавсăр пулнипе тухнă теме пулать. Замыкани пулса иртнĕ. Анчах та тĕрĕс сăлтавне уголовлă ĕçе тĕпченĕ хыççăн татса калăпăр.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас: