Урал сасси
+13 °С
Ясно
Новости
5 Октября 2020, 14:35

Çынсем читлĕхри упа пурнăçне çăлнă

Ишимбай районĕнчи Новоивановка ялĕнчен инçе мар вырнаçнă вăрманта кăмпаçăсем пысăках мар читлĕх тупнă. Ун ăшĕнче упа пурăннă. Анчах унăн сывлăхĕ çав тери хавшани çынсене тĕлĕнтернĕ. Тискер чĕр чун читлĕхре ларнипе çав тери начарланнă.

Ишимбай районĕнчи Новоивановка ялĕнчен инçе мар вырнаçнă вăрманта кăмпаçăсем пысăках мар читлĕх тупнă. Ун ăшĕнче упа пурăннă. Анчах унăн сывлăхĕ çав тери хавшани çынсене тĕлĕнтернĕ. Тискер чĕр чун читлĕхре ларнипе çав тери начарланнă.
Волонтерсем каланă тăрăх‚ упа унта 10 çул ытла пурăннă. Вăл пĕччен пулман. Кашкăр та‚ ăмăрт кайăк та пулнă. Пур информаци тăрăх‚ иккĕмĕш упи вилнĕ.
«Çак упа çинчен тахçанах пĕлетĕп. Вĕсем иккĕнччĕ. Анчах иккĕшĕ те хăйсене лайăх туятчĕç. Нумай пулмасть пĕри выçăпа вилнĕ. Иккĕмĕшĕ те вăрах пурăнмĕ. Мĕншĕн тесен сывлăхĕ начаррипе сивĕ хĕл кунĕсене пурăнса ирттерме çăмăл пулмĕ. Пăхсамăр видео çине‚ епле начар вăл. Хуçи каланă тăрăх‚ çитерме апачĕ çук. Кам мĕн илсе килет‚ çавăнпа упана апатлантарать»‚ - тесе çырнă Юлия Мансурова волонтер. Вăлах пăлхану çĕкленĕ те.
Хĕрпе полици ĕçченĕсем çыхăнăва тухнă. Анчах вĕсем упана вырнаçтарма вырăн пулманнине пĕлтернĕ.
Çирĕплетсе паман даннăйсем тăрăх‚ читлĕхри упа хутор территорийĕнче пурăннă.
Хĕр соцсетьсенче шăв-шав çĕкленĕ хыççăн чĕр чуна Иглин районĕнче пурăнакан Хасан Идиятуллин фермер илсе кайнă.
- Пирĕн малашнехи тĕллев - упана пурăнма‚ çиме лайăх условисем туса парасси. Çакăн пек начараланнă упасане пирĕн пата пĕр хутчен мар илсе килнĕ‚ - тенĕ фермер. Вăл унччен те икĕ упана хăй хуçалăхне пурăнма илнĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас