Урал сасси
+18 °С
Ҫумӑр
Новости
6 Октябрӗн 2020, 06:35

Алăксем тăпăлса тухнипе çул çине тухса ÿкнĕ

Октябрь уйăхĕн 5-мĕшĕнче Ĕпхÿ-Эрĕнпур трасса çинчи 10-мĕш çухрăмра хăрушă çул-йĕр инкекĕнче çамрăк хĕрĕн пурнăçĕ татăлнă. Патшалăх автоинспекцийĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, «ВАЗ-2112» çăмăл автомашина рулĕ умĕнче ларакан 23 çулхи водитель (вăл Ĕпхÿ район çынни пулнă) республикăн тĕп хули еннелле пынă. Каччă руле кирлĕ пек тытса пырайманран автомобиль çул хĕрринчи карлăк çине кĕрсе кайнă.

- Çул çинчи транспорт инкекĕнче туяннă сурансене пула машинăри пассажирсенчен пĕри, 18 çулхи хĕр, тÿрех вилсе кайнă. Йывăр суранланнă иккĕмĕш пассажирне, 17 çулхи хĕре, больницăна илсе кайнă, пĕлтернĕ Ĕпхÿ хула Çулçÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн ĕçченĕ Альбина Кадикова. - Водителĕн машинăпа çÿреме ирĕк паракан право пулман. Ăна 2016 çултах ÿсĕрле руль умĕнче ларнăшăн туртса илнĕ. Документа вăл çĕнетмен. Медицина тĕрĕслевĕ иртнĕ чух прибор 0,433 мг/л алкоголь кăтартнă.
Инкеке курнисем машина парапет çумне пассажирсем ларакан енчен пырса çапăннă. Çул çинчи транспорт инкекĕнче сывă юлнă хĕр малти пассажир вырăнĕ çинче ларнă. Вăл хăрушсăрлăх пиçиххийĕпе те çыхăннă пулнă. Пурнăçран уйрăлса кайнă хĕр – çыхăнман. Картапа çапăннă чух пассажир енчи алăксем тăпăлса ÿкнине пула 18 çулхи пассажир вилмелле аманса çул çине тухса ÿкнĕ.
Читайте нас