Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
6 Октябрӗн 2020, 19:45

Педагогсене патшалăх наградисем‚ çамрăк учительсене - грантсем

Октябрь уйăхĕн 5-мĕшĕнче Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров Вĕрентекен кунне халалласа республика педагогĕсене патшалăх наградисем парса хавхалантарнă.

Октябрь уйăхĕн 5-мĕшĕнче Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров Вĕрентекен кунне халалласа республика педагогĕсене патшалăх наградисем парса хавхалантарнă.
- Нумай çул тăрăшса ĕçлекен тата пирĕн вĕрентÿ системин мăнаçлăхĕ пулнă вĕрентекенсене саламлама кăмăллă. Вĕрентекен кунĕ - пирĕншĕн тĕп уявсенчен пĕри. Эпир - ÿссе çитĕннĕ çынсем. Çулсерен пирĕн астăвăм тĕрлĕ пулăмсемпе‚ çĕнĕ çынсемпе пуянланать. Анчах пĕрремĕш вĕрентекенĕмĕрĕн сăнарĕ паян та асра. Вĕсенчен нумайăшне паянхи кун та ашшĕ ячĕпе аса илетпĕр. Çак кунхине сире пурне те пысăк тав сăмахĕ калатпăр. Пирĕн республика пуласлăхĕ‚ пирĕн ачасем мĕнле çынсем пуласси сирĕн ĕçĕртен нумай килет‚ - палăртнă Радий Хабиров.
Пушкăртстан Пуçлăхĕ кăшăлвирус пандеми вăхăтĕнче‚ шкулсенче дистанциллĕ вĕрентÿ вăй илнĕ чух‚ учительсем чăтăмлăхпа тÿсĕмлĕх кăтартнăшăн‚ педагогсем вĕрентĕвĕн çĕнĕ меслечĕсене кĕске вăхăтра алла илме пултарнăшăн тав тунă.
Пирĕн тĕллев - 2024 çул тĕлне вĕрентÿ системинче чи лайăххисен йышне кĕресси. Çакă çăмăл мар тĕллев‚ - тенĕ Радий Хабиров. - Çапах та эпир пĕрле тăрăшсан ăна пурнăçа кĕртме пулĕ.
Çавăн пекех республика ертÿçи ял-саласенче ĕçлекен çамрăк учительсене грантсем парса саламланă.
- Эсир чăн-чăн паттăрсем. Мĕншĕн тесен нумайăшĕ хулара ĕçлесшĕн. Анчах чун туртни сире ялсене‚ хăшĕсенче тивĕçлĕ условисем те çук‚ илсе çитернĕ. Çапах та эсир унта ĕçлетĕр‚ ачасене вĕрентетĕр. Çакăншăн сире пысăк тав. Ял-саласенче ĕçлекен вĕрентекенсене пулăшу парассипе çыхăннă программăна малашне тата та лайăхрах тăвăпăр‚- тесе каланă Радий Хабиров.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: