- Енчен те ача-пăча учрежденийĕсен апатланăвне пан улми кĕртнĕ пулсан вăл Тăван çĕршывра туса илнĕ, тутлă та паха çимĕç пулмалла. Çак ыйтупа ĕçлесе пăхăр, - тенĕ Радий Хабиров.
Правительствăн вице-премьерĕ Ильшат Фазрахмановăн сăмахĕсем тăрăх, юлашки вăхăтра пан улми сачĕсен лаптăкне ÿстерессипе ĕç пырать. Сăмахран, Чишмари çимĕç питомникĕнче пан улми хунавĕсем 11 гектар йышăннă пулсан, кăçал вара икĕ хут ытларах. Сад ĕрчетесси, çырла культурисемпе ĕçлессипе «Ял хуçалăха аталантарасси тата чĕр таварпа продукцин рынокне йĕркелесси» 2021 çултан пуçласа 2026 çулччен тăсăлакан патшалăх программипе усă курса пулать. Программăна пурнăçлама пĕрремĕш çул 5 млрд та 498 млн тенкĕ кирлĕ ( çав шутра 1,8 млрд тенки федераллă бюджетран, 3,6 млрд тенки республика шутĕнчен). Бюджета кĕмен çăлкуçсенчен 5,6 млрд тенкĕ килĕ, çав шутра 177 млн тенки вырăнти бюджетран.