Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
7 Октябрӗн 2020, 18:10

Ачасене хÿтĕлекен фонд йĕркеленĕ

Раççей Президенчĕ Владимир Путин Ачасене хÿтĕлекен фонд йĕркелесси çинчен калакан указа алă пусса çирĕплетнĕ.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин Ачасене хÿтĕлекен фонд йĕркелесси çинчен калакан указа алă пусса çирĕплетнĕ.
Асăннна фонда ачасен прависене хутĕлес ĕçре патшалăх тата гражданла общество институчĕсем ытларах тимлĕх уйăрччĕр, çамрăк ăру тĕрлĕ енлĕ аталанса воспитани илтĕр тесе йĕркеленĕ тенĕ документăн текстĕнче.
Указпа килĕшуллĕн фондăн учредителĕ РФ Çутĕç министерстви пулса тăрать. Ведомство организаци тумалли ĕçсен çул-йĕрне палăртать, умри тĕллевсене пурнăçлама пулăшу парать тата фонд хăй умĕнчи задачăсене мĕнле пурнăçланине тĕрĕслесе тăрать.
Фонд йышне çавăн пекех «Раççейри ача фончĕ» тата «Пĕтĕм тĕнчери ача фончĕсен ассоциацийĕ» обществăлла фондсен союзĕ кĕрет. Ачасене хÿтелекен фондăн чи пысăк органĕ съезд шутланать, ăна организаци йышăнну тунă хыççăн ирттерме пултараççĕ. Фонд канашне председатель ертсе пырать, ăна пилĕк çуллăха суйлаççĕ.
Раççей правительствине Мускаври Армянская тăкăрлăкри çуртсен комплексне фонд харпăрлăхне пама хушнă. Çавăн пекех организацине ĕçлеме çителĕклĕ укçа-тенкĕ уйăрмалла тенĕ хушура.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: