Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
7 Октябрӗн 2020, 13:10

Иккĕмĕш инфекци центрĕ пулать

Правительствăн оперативлă канашлăвĕнче республика пуçлăхĕ Радий Хабиров Пушкăртстанра иккĕмĕш пысăк инфекци центрĕ тумаллине пĕлтернĕ.

Правительствăн оперативлă канашлăвĕнче республика пуçлăхĕ Радий Хабиров Пушкăртстанра иккĕмĕш пысăк инфекци центрĕ тумаллине пĕлтернĕ.
Маларах çак шухăша вăл октябрь уйăхĕн 3-мĕшĕнче Ĕпхÿ çывăхĕнчи Зубовăри инфекци больницине çитсе курнă чухне палăртнăччĕ. Сăмах май каласан, кунта паянхи кун кăшăлвируспа чирлĕ çынсене йышăнма вырăн çук. Çавăн чухнех регион ертÿçи ковид-госпитале Çтерлĕ хули çывăхĕнче хăпартма сĕннĕччĕ. Андрей Назаров премьер-министр инфекционка валли хулара икĕ вырăн пăхса хунине тата ыйтăва ырласа татса парсан строительство ĕçĕсене ыранах пуçлассине пĕлтернĕ.
Иккĕмĕш инфекци центрĕ черетсĕр тума палăртнă объектсенчен пĕри пулать. Ăна пурнăçа кĕртес тесен ытти проектсене кăшт каярах тума тÿр килет тесе ăнлантарса панă республика пуçлăхĕ.
Ĕпхÿри инфекци центрне хута яма бюджетран 3,5 млрд тенкĕ тăкакланă. Ăна рекордлă срокра, икĕ уйăха яхăн,туса пĕтернĕ. Çтерлĕри инфекци больници те икĕ уйăхран, декабрь уйăхĕн 15-мĕшĕнче, ĕçлеме тытăнмалла тенĕ Радий Хабиров. Вăл çак ыйтăва Раççей сывлăх сыхлав министрĕпе Михаил Мурашкопа телефон урлă сÿтсе явнине пĕлтернĕ. Мускав çак йышăнăва ырланине тата пулăшма хатĕр пулнине палăртнă. Хальхи вăхăтра строительство ĕçĕсене йĕркелеме федераллă бюджетран та укçа-тенкĕн пĕр пайне уйăрса парас ыйтăва пăхса тухаççĕ. Паллах, республика хысни те тăкаксен тепĕр пайне хăй çине илĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: