Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
7 Октябрӗн 2020, 12:40

Мăшăрланакансен шучĕ те, уйрăлакансен те сахалланнă

Пушкăртстанра иртнĕ çулта граждăнла тăрăмăн акчĕсене çыракан пайра (ЗАГС) мăшăрланни çинчен калакан 25 064 акт çирĕплетнĕ. Кăçалхи çулăн пĕрремĕш çур çулĕнче 7 249 çемье чăмăртаннă. Çакă иртнĕ çулхинчен 2 074 çемье (22,2%) сахалрах.

Пушкăртстанра иртнĕ çулта граждăнла тăрăмăн акчĕсене çыракан пайра (ЗАГС) мăшăрланни çинчен калакан 25 064 акт çирĕплетнĕ. Кăçалхи çулăн пĕрремĕш çур çулĕнче 7 249 çемье чăмăртаннă. Çакă иртнĕ çулхинчен 2 074 çемье (22,2%) сахалрах.
ПР Юстици ĕçĕсен патшалăх комитечĕн председателĕн çумĕ Альмира Султанова демографи ыйтăвĕсене халалланă республика парламенчĕн канашлăвĕнче палăртнă тăрăх, ытларах 25-34 çулхи çамрăксем пĕрлешеççĕ. Çакă арçынсене те, хĕрарăмсене те пырса тивет.
Çав вăхăтрах 29 çултан иртсе пĕрремĕш хут качча тухакан хĕрарăмсен шучĕ те ÿснĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче вĕсен шучĕ 1,9% пулнă пулсан, 2000 çулсенче çав ÿсĕмре качча каякан хĕрсен шучĕ 3,9% çитнĕ. Иккĕмĕш хут çемье чăмăртакансен шучĕ те палăрмаллах ÿснĕ. Сăмахран, 1990-1999 çç иккĕмĕш хут авланакан арçынсен шучĕ 11% пулсан, халĕ 17% çитнĕ. Тепĕр хут хăйсен телейне тупас тесе çемье çавăрнă хĕрарăмсен шучĕ те 10 процентран 18,3 процента çитнĕ.
Уйрăлу пирки калас пулсассăн, иртнĕ çул вĕсем 15 414 пулнă. Çав шутран, ачисем тата çулĕ çитмен ачисем çук 2 608 çемье çырнă заявленисем тăрăх. 2020 çулăн пĕрремĕш çур çулĕнче уйрăлнине çирĕплетекен актсен шучĕ 6 020 пулнă. Иртнĕ çулхи çак вăхăтпа танлаштарсан, 18,7% сахалрах.
- Юлашки 10 çулта мăшăрланăва пăрахăçланă 27-30 çулхи хĕрарăмсен шучĕ ÿсни палăрать. 90-мĕш çулсенче ытларах 24-27 çулхисем уйрăлатчĕç. Арçынсене илес пулсан, хальхи вăхăтра ытларах аслă ÿсĕмрисем уйрăлаççĕ, - палăртнă Альмира Султанова.
2019 çулта мăшăрланăва пăрахăçлас тесе 411 мăшăр заявлени çырнă, 2020 çулхи пĕрремĕш çур çулта 263 мăшăр ЗАГС уйрăмне килмен. 2019 çулта мировой судьясем 2 874 çемьен уйрăлас шутпа çырнă заявленийĕсене пăрахăçланă. 2020 çулта 901 ĕç пăрахăçланă. Çакă çемьесем саланманнине пĕлтерет.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас: