Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
7 Октябрӗн 2020, 11:55

Ĕпхÿ хулин мэри тÿрине ФСБ тытса чарнă

Саккунсăр тÿлеве хăна çурчĕ хăпартма ирĕк илессишĕн парасшăн пулнă.

Саккунсăр тÿлеве хăна çурчĕ хăпартма ирĕк илессишĕн парасшăн пулнă.
Ĕпхÿ администрацинчи хула строительствин тĕрĕслев уйрăмĕн пуçлăхне тата унăн çумне тытса чарнă. Вĕсене 10 млн тенкелĕх саккунсăр тÿлев илме хатĕрленнĕшĕн айăплаççĕ.
Уголовлă ĕçе 32 çулхи Рустам Тухватуллин тата унăн çумĕ Азат Шаяхметова хирĕç пуçарнă. Следстви ăнлантарнă тăрăх, çак çынсем пĕр строительство организацийĕнчен Ĕпхÿ хулин Октябрьский районĕнче хăна çурчĕ хăпартма ирĕк панăшăн тата бизнеса хÿтлĕхпе тивĕçтернĕшĕн 10 млн тенкĕ хайăрнă. Укçана тÿресене Р. Тухватуллинăн иккĕмĕш сыпăкри (двоюродный брат) пиччĕшĕ урлă панă. Вăл çак ĕçе хăйĕн пĕлĕшне явăçтарнă. Ăна хирĕç те взятка илме пулăшнăшăн уголовлă ĕç пуçарнă.
Хальхи вăхăтра тытса чарнисене айăплав тăратнă, суд вĕсене тĕрмене хупнă.
Читайте нас: