Ĕпхÿри «Торатау» конгресс-холра пушкăрт халăхĕн историйĕпе тата аталанăвĕпе ĕçлекен комисси ларăвĕ иртнĕ. Пĕтĕм тĕнчери пушкăртсен курултайĕ никĕсĕ çинче çĕнĕ Геральдика комисси ĕçне пуçарса янă. Унăн тĕп тивĕçĕ - пушкăрт йăхĕсен (пурĕ вĕсем 7, çавна пула курай çичĕ чечек çыххинчен тăрать) символикине упрасси‚ ăна тĕнче шайне кăларасси.
Ларăва хутшăнакансене комисси ĕçĕн планĕпе ПР Стратегиллĕ тĕпчевсен институчĕн Социокультурăллă анализ центрĕн ертÿçи Юлдаш Юсупов паллаштарнă.
- Кашни çул пушкăрт ăрăвĕсем пухусемпе йыйынсем ирттереççĕ. Халĕ кашни йăх хăйĕн гербне суйласа илме тăрăшать. Вĕсем малалла аталанма ăнтăлнине куратпăр‚ анчах гербсем паянхи геральдика нормисене тивĕçтермеççĕ. Халăх ыйтнине шута илсе эпир малтанхи йăх атрибучĕсемпе усă курса кашни пушкăрт ăрăвĕн гербне тăвасшăн. Вĕсене тĕнчери геральдика тытăмне кĕртесшĕн‚ - тенĕ Юлдаш Юсупов.
Раççейри Геральдистсен союзĕ Пушкăртстанра Геральдика комиссине йĕркеленине ырласа йышăннă. Союз членĕ Кирилл Переходенко видеоçыхăну тăрăх ларăва хутшăнакансене салам сăмахĕ каланă. Вăл пушкăрт йăхĕсен гербĕсен тĕслĕхĕсем çинчи хăш-пĕр йăнăшсене тупса палăртнă, вĕсене тÿрлетме сĕнÿсем панă.
Çавăн пекех комисси ларăвĕнче «Пушкăрт йăхĕсемпе ялĕсен картти» проект хăтлавĕ те иртнĕ. Карттăна 2 пин ытла ял-салана кĕртнĕ. Ăна хатĕрленĕ чух архив даннăйĕсемпе усă курнă. Тĕп çăлкуç - ревизи юмахĕсемпе 1917 çулхи çыравăн даннăйĕсем.
Пушкăрт халăхĕн историйĕпе тата аталанăвĕпе ĕçлекен комиссийĕн председателĕ Азат Ярмуллин каласа панă тăрăх‚ çак документ истори картти шутланать. Унта пушкăрт йăхĕсем никĕсленнĕ вырăнсене кăтартнă. Карттăна Пĕтĕм тĕнчери пушкăртсен курултайĕн профильлĕ комиссийĕ хатĕрленĕ.
Ларăва тĕрлĕ пушкăрт йăхĕсен представителĕсем‚ район курултайĕсен председателĕсем хутшăннă. Çав кунхине вĕсене карта копине панă. Çывăх вăхăтра Пĕтĕм тĕнчери пушкăртсен курултайĕн сайтĕнче интерактивлă карттăна хута ярĕç.
Пушкăртстанăн çурçĕр-хĕвел анăç енче пурăнакан пушкăртсен уйрăм карттине хатĕрленĕ. Унта йăхсем никĕсленнине туллинрех уçса панă.
Çавăн пекех комисси ларăвĕнче «Без башкортлар» («Эпир пушкăртсем») наукăпа методика пособине хăтлава тăратнă. Вăл темиçе пайран тăрать. Вĕсене республикăн çурçĕр-хĕвел анăç енчи районĕсене халалланă. Кашни брошюрăра пушкăрт ăрăвĕн историйĕ‚ ялсем пулса кайни‚ паллă ентешсем çинчен калакан информаци‚ çемье шежерине тумалли инструкци пур.
Мероприяти вĕçĕнче «Пушкăрт йăхĕсемпе ялĕсен картти» проекта хутшăнакансене Пĕтĕм тĕнчери пушкăртсен курултайĕ ятĕнчен Тав çырăвĕсем панă.
Ирида НОВИКОВА.