Урал сасси
+14 °С
Облачно
Новости
7 Октября 2020, 07:30

Пушкăртстанра пурăнакансем Пĕтĕм Раççейри экологи диктанчĕ çырĕç

Ноябрь уйăхĕн 15-16-мĕшĕсенче Пĕтĕм Раççейри экологи диктанчĕ иртет. Ăна каяшсене пурнăçра иккĕмĕш хут усă курмалли (рециклинг) Пĕтĕм Раççейри куна халалланă. Унта миллион ытла шкул ачипе студент, пысăк корпорацисемпе промышленность предприятийĕсен специалисчĕсем, çут çанталăка сыхлас енĕпе ĕçлекен экспертсем, патшалăх тата муниципаллă служащисем хутшăнĕç.

Пушкăртстан экологи министерстви пĕлтернĕ тăрăх, хăйсен экологи пĕлĕвне порталта онлайн тата офлайн мелĕпе те тĕрĕслеме пулать. Чикĕ леш енче пурăнакансем хăйсен пĕлĕвне ecodiktant.info. домен урлă тĕрĕслеме пултараççĕ. Портал 2020 çулхи октябрĕн пĕрремĕш çурринче хута кайĕ. Кунта экодиктанта хатĕрленме май паракан экологи темиллĕ видеоуроксемпе паллаштарĕç.
Диктанта хутшăннисене пурне те, пухнă балсене шута илсе, сертификатсем парĕç. Çĕнтерÿçĕсене тата акцие йĕркелеме пулăшнă волонтерсене вĕренÿре кирлĕ парнесемпе чыслĕç.
Диктант умĕн кăмăл пуррисем пултарулăх конкурсĕсене хутшăнма пултараççĕ:
- экодиктант порталĕнче вырнаçтармалли чи лайăх экологи урокĕ;
- экодиктантăн чи лайăх лозунгĕ. Вăл проектăн чи лайăх визит карточки пулса тăрĕ;
- экодиктанта хутшăнакансене – чи лайăх ыйту.
Конкурс ĕçĕсене ecodiktant@ravnopravie.online. электронлă почтăпа йышăнаççĕ.
Читайте нас