Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
7 Октябрӗн 2020, 12:00

Пушкăртстанри 13 пин çын цифра пĕлÿлĕхне алла илнĕ

Пушкăртстанра пурăнакан 13 пин çын цифра пĕлÿлĕхне алла илнĕ. «Цифра экономики валли кадрсем» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн, 2020 çулта çакăн чухлĕ çынна пĕлÿ пама шутлани çинчен ПР Цифра министерствинче палăртнă.

Пушкăртстанра пурăнакан 13 пин çын цифра пĕлÿлĕхне алла илнĕ. «Цифра экономики валли кадрсем» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн, 2020 çулта çакăн чухлĕ çынна пĕлÿ пама шутлани çинчен ПР Цифра министерствинче палăртнă.
«Цифра экономикин тĕп пĕлÿлĕхĕсем» («Ключевые компетенции цифровой экономики») курс электронлă пĕлÿ порталĕнче 2020 çулхи июль уйăхĕнче уçăлнă.
Проекта хутшăннисем хак панинчен: «Дистанциллĕ курсри вĕрентÿ питĕ килĕшрĕ. Цифра технологийĕсемпе çăмăл усă курма пĕлекен çын пекех кĕмелли тата пĕтĕмлетÿ тестированине иртрĕм»;
«Эпĕ кĕмелли тестированине иртрĕм, уйăрса панă курса вĕрентĕм, пĕтĕмлетÿ тест ыйтăвĕсен 73% хуравларăм. Ункайлă майпа квалификацине ÿстерме май пулнишĕн тав тăватăп»;
«Питĕ усăллă та пĕлÿллĕ курс. Нумай кирлине тупрăм, сетьри цифра хăрушсăрлăх таврашĕнче хамшăн çĕнĕлĕхсем уçрăм».
«Кăшăлвирус пандемийĕ вăхăтĕнче цифра пĕлÿлĕхĕ пурнăç пахалăхне ÿстермелли тата экономика таврашĕнчи чи кирлĕ профессисене аталантармалли меслет пулать. Пушкăртстанра усă курнă опыт Раççейри лайăх практика вырăнне пулĕ, - ăнлантарса панă «РФ цифра экономики» наци программин Цифра экономикин кадрĕсемпе ĕçлекен центрăн коррдинаторĕ Олег Подольский.
Читайте нас: