Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
7 Октябрӗн 2020, 13:15

Рак чирне пула 7 пин ытла çын вилнĕ

«Пулăшу кирлĕ» фонд «Тĕрĕсрех каласассăн» платформа никĕсĕ çинче онкологипе çыхăннă тĕпчевсен кăтартăвĕсемпе паллаштарнă.

«Пулăшу кирлĕ» фонд «Тĕрĕсрех каласассăн» платформа никĕсĕ çинче онкологипе çыхăннă тĕпчевсен кăтартăвĕсемпе паллаштарнă.
Ĕçсен авторĕсен шутлавĕ тăрăх‚ 2019 çулта Раççейре рак чирĕпе 294 400 çын вилнĕ. Çулсерен çĕршывра 600 пин ытла онкологи чирĕсемпе чирленисене шута илеççĕ. Проблемăллă регионсен шутне Пушкăртстан та кĕнĕ.
Пирĕн республикăра онкологи чирĕпе чирлекенсен шучĕ Раççейри вăтам кăтартуран пысăкрах. 2019 çул вĕçне учетра 87 пин çын тăнă. Кăçал вара 14 пин пациент шыçă чирĕсемпе чирленине шута илнĕ.
Пушкăртстан Республикинче çак чире пула 7 162 çын вилнĕ. Вĕсен шутĕнче - 4 110 арçын‚ 3 052 хĕрарăм‚ вун çичĕ çулчченхи 19 ача.
Республикăра шыçă чирĕсенчен кăкăр ракĕ уйрăмах анлă сарăлнă. Çулталăк хушшинче 1 810 çын çак мурпа аптранине тупса палăртнă. Иккĕмĕш вырăнта - ÿпке ракĕ. Асăннă чирпе 1 387 пациент чирлеççĕ. Виççĕмĕш вырăнта ÿт-тир ракĕ пулнине каласа хăвармалла. Унпа 1 319 çын чирленине шута илнĕ. Пыршă ракĕ 1 049 пациентра‚ арлăх парĕсен (предстательная железа) ракĕ 1045 çынра аталаннă. Иртнĕ çулхине амалăх ракĕпе 519‚ амалăх пырĕн ракĕпе 406 хĕрарăм чирленĕ.
Пушкăртстанра онкологи чирĕсенчен сипленме пилĕк профильлĕ патшалăх учреждени ĕçлет.
Тĕпчевсен авторĕсем пĕлтернĕ тăрăх‚ рак чирĕсемпе кĕрешмелли лару-тăру Санкт-Петербургра‚ Камчаткăра‚ Красноярск крайĕнче‚ Томскпа Сахалин облаçĕсенче лайăхрах пулни палăрать.
Çакна та каласа хăвармалла‚ 2019-2024 çç онкологи чирĕсемпе кĕрешмелли федераллă программăна пурнăçа кĕртме 1 трлн тенкĕ уйăрнă.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: