Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
7 Октябрӗн 2020, 13:20

Тĕш тырă культурисене 98% лаптăк çинчен пухса илнĕ

Пушкăртстанра 1 млн та 744 пин гектар çинче (пĕтĕмĕшле лаптăксен 98 проценчĕ) çитĕннĕ тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсене пуçтарса кĕртнĕ.

Пушкăртстанра 1 млн та 744 пин гектар çинче (пĕтĕмĕшле лаптăксен 98 проценчĕ) çитĕннĕ тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсене пуçтарса кĕртнĕ.
Республика вице-премьерĕ - ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов правительствăра иртнĕ оперативлă канашлура пĕлтернĕ тăрăх‚ паянхи кун тĕлне 30 пин ытла гектар çинчи тухăçа пуçтарса илмелли юлнă. Çав шутра ытларах хура тулпа кукуруза. Хура тула 54 пин гектар çинчен (93%) пухса илнĕ‚ ăна 67 пин тонна (2019 çулта 46 пин тонна) çапса тĕшĕленĕ. Вăтам тухăç пĕр гектартан 12‚4 центнерпа (2019 çул - 11‚3 центнер) танлашнă. Асăннă культурăна 70 пин тонна пухса илме палăртаççĕ.
- Пĕтĕмĕшле тĕш тырă культурисене 3 млн та 911 пин тонна çапса илнĕ. Вĕсен вăтам тухăçĕ - 22 центнер. Çакă иртнĕ çулхинчен 2‚3 центнер нумайрах (2019 çул - 19‚7 центнер пĕр гектар пуçне). Çу паракан культурăсене вырса илессипе çыхăннă ĕç малалла пырать. Паянхи кун тĕлне пĕтĕмĕшле лаптăксен 50%‚ урăхла каласан 167 пин гектар çинчи тухăçа‚ пуçтарса кĕртнĕ. Çу паракан культурăсен вăтам тухăçĕ пĕр гектар пуçне - 10‚3 центнер. Çав вăхăтрах аграрисем хĕвел çаврăнăшне пухса кĕртессипе тăрăшса вăй хураççĕ. Паянхи кун тĕлне 83 пин гектар çинчи (е планăн 36%) тухăçа вырса-çапса илнĕ. Унăн вăтам тухăçĕ - 12‚2 центнер‚ – тесе палăртнă Ильшат Фазрахманов.
Республикăра сахăр кăшманне те кăлараççĕ. Пылак тымара пĕтĕм лаптăксен 56 проценчĕнчен 584 пин тонна пухса илнĕ. Унăн вăтам тухăçĕ 365 центнерпа (2019 çул - 360 центнер) танлашать. Сахăр кăшманне кăларса илессипе Благовар‚ Чишма‚ Буздяк районĕсем малта пыраççĕ. Пысăк тухăçлăхпа Ĕпхÿпе Чишма тата Чекмагуш районĕсем савăнтараççĕ. Вĕсенче пĕр гектарти вăтам тухăç 400 ытла центнера çитнĕ.
Ирида МАТНИЯЗОВА.
Читайте нас: