Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
8 Октябрӗн 2020, 19:15

Автомобиле арестленĕ хыççăн 108 пин тенкĕ парăма тÿлесе татнă

Чишма районĕнче пурăнакан 35 çулхи арçыннăн патшалăх умĕнчи парăмĕсем ÿссе кайнă. Вăл чылай вăхăт хушши çул-йĕр çинчи правилăна пăснăшăн штрафсем тата тĕрлĕ налуксем тÿлемен пулнă. Штрафсен шучĕ вунна çитсен суд приставĕсем парăма унран шыраса илме ятарлă производство хучĕсем хатĕрленĕ.

Суд приставĕсем асăрхаттарнине саккуна пăсакан шута та илмен, çавна пула пакунлисем ун тĕлĕшпе çирĕпрех мера йышăннă - парăмлă çынна ют çĕршыва тухса çÿреме тата KIA Sportage автомобильне регистраци иртме чарнă. Каярах приставсем хурçă ут ăçта пулнине тупса палăртнă, ăна арестлени çинче описьпе акт çырнă.
Çакăн хыççăн арçын хăйĕн транспортне çухатассине ăнланса ( арестленĕ пурлăха приставсем парăмшăн сутма пултараççĕ) çийĕнчех парăма пĕтĕмпе тÿлесе татнă: тĕрлĕ налуксемшĕн -104 пин тенкĕ, штрафсемшĕн – 3,8 пин тенкĕ. Унсăр пуçне приставсем хутсем çырса тăкакланнă тÿлев виçине (исполнительный сбор) те саплаштарнă.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас: