РФ Сывлăх сыхлав министерстви çынсем мĕн сăлтава пула вилнин даннăйĕсен пĕрлĕхлĕ базине хатĕрлеме палăртать.
Асăннă ведомство вилни çинчен çирĕплетсе паракан медицина хучĕсене шута илекен пĕрлĕхлĕ информаци ресурсне йĕркелеме сĕннĕ. Малтан эксперимента Пушкăртстанра, Дагестанра тата Мускав облаçĕнче ирттересшĕн. Вĕсен çумне ытти регионсем те хутшăнма пултараççĕ. Пĕрлĕхлĕ ресурс тунин тĕллевĕ – вилнисен статистикине тĕрĕсрех кăтартса парасси.
Сывлăх сыхлав министерствин вилни çинчен çирĕплетекен свидельствăсен тата йăвăрлăхăн (перинатальный) 22-мĕш эрнинче çуралса 7 куна çитиччен вилнĕ ачасене шута илекен электронлă формачĕсене туса хатĕрлемелле. Информацие мĕнпур медицина организацийĕсем те тăратмалла. Çак ресурсран килекен свидетельствăсем тăрăх ЗАГСсем вилнине çирĕплетекен патшалăх регистрацине ирттерĕç.
Маларах Михаил Мишустин премьер-министр çĕнĕ кăшăлвирус инфекцинчен вилекенсене те шута илме хушу панă.
Кăшăлвирус пандемийĕ пуçланнăранпа тухтăрсем вилĕм сăлтавне тÿрех тупса палăртма хĕнрех пулнине палăртнă.