Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
11 Октябрӗн 2020, 18:39

Булгаковăра çĕнĕ шкул пулĕ

Ĕпхÿ районĕнчи Булгаково ялĕнче 825 вырăнлă çĕнĕ шкул тума пуçланă. Объектăн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 13 пин тăваткал метр ытла пулмалла. Шкул ялăн кăнтăр хĕвел анăç енче, Столбовой урамра, вырнаçнă.

Ĕпхÿ районĕнчи Булгаково ялĕнче 825 вырăнлă çĕнĕ шкул тума пуçланă. Объектăн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 13 пин тăваткал метр ытла пулмалла. Шкул ялăн кăнтăр хĕвел анăç енче, Столбовой урамра, вырнаçнă.
ПР Стротильсвăпа архитектура патшалăх комитечĕ пĕлтернĕ тăрăх, проектпа килĕшÿллĕн шкул çурчĕ виçĕ хутлă пулмалла. Пĕрремĕш хутра кĕмелли вестибюль, вĕренекенсен гардеробĕ, мастерскойсем, вĕрентÿ кабинечĕсем, медицинăпа апат-çимĕç блокĕсем, спорт залĕ тата кĕçĕн класра вĕренекенсем валли уйрăм блок вырнаçĕ. Иккĕмĕш хутра - вĕрентÿ кабинечĕсем, администраци пайĕ тата акт залĕ. Виççĕмĕш хутра вĕрентÿ класĕсемпе информаци залĕ пулĕ.
Шкул территоринче уçăлса çÿресе канма тата спортпа физкультура лапамĕсем валли ятарлă вырăн уйăраççĕ. Кану зонинче йышпа ирттермелли мероприятисем валли лапам пулать. Вăл шкула пырса кĕрекен тĕп алăк енче вырнаçнă. Хускану вăййисемпе лăпкă кану валли те вырăн уйăрнă.
Физкультурăпа спорт зони спорт залĕнчен тухнă енче вырнаçĕ. Унта баскетбол, волейбол тата гимнастика лапамĕсем пулмалла. Хускану ваййисен тата спорт лапамĕсене, стадионти чупмалли çулсене резинăран тунă çĕвĕсĕр пĕрчĕллĕ кавирсемпе витĕç. Унсăр пуçне саксем, ачасем валли вылямалли спорт хатĕрĕсем туянĕç.
Вĕрентÿ учрежденине вырăнтан вырăна куçса çÿреме йывăр çынсем те кĕрсе тухма пултараççĕ. Вĕсем валли виçĕ лифт вырнаçтарма палăртнă тесе пĕлтернĕ строительство комитетĕнче.
Паянхи кун тĕлне строительсем çуртăн никĕсне хатĕрлесе çитернĕ, стенасене хăпартас ĕç пырать. Çав вăхăтрах инженери сечĕсене хывассине те йĕркеленĕ. Стрительствăпа монтаж ĕçĕсене 2021 çулхи çулла вĕçленнĕ тĕле туса пĕтерме шантараççĕ.
Объектăн заказчикĕ ПР Капиталлă строительство управленийĕ шутланать, подрядчикĕ – «БашГражданСтрой» ООО.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас: