Пур хыпар та
Новости
11 Октябрӗн 2020, 17:25

Пушкăртстан Республика кунне уявлать

Паян, октябрь уйăхĕн 11-мĕшĕнче, Пушкăртстан Республика кунне паллă тăвать. Çак кун 1990 çулта республикăн Аслă Канашĕ Пушкăрт Совет Социализмла Республикин Патшалăх суверинетитечĕ çинчен калакан декларацие йышăннă. Паян Декларацине çирĕплетнĕренпе 30 çул çитнине уявлатпăр. Çавăн пекех кăçал октябрь уйăхĕн 11-мĕшĕнче республикăн тĕп хули Хула кунне - Ĕпхÿ крепостьне никĕсленĕренпе 446 çул çитнине - паллă тăвать. Уява (ытти çулсенче ăна яланах июнь уйăхĕн 12-мĕшĕнче уявланă) кăшăлвирус пандемине пула куçармалла пулса тухнă.

Пушкăртстанстат пĕлтернĕ тăрăх, регион тăтăшах экономикăри кăтартусемпе Раççейре малта пырать, лидерсен шутне кĕрет. Сăмахран, Раççей Федерацинчи 85 субъект хушшинче 2020 çулхи январь-август уйăхĕсенче пурăнмалли çурт-йĕр хута ярассипе 5-мĕш, халăха тÿлевлĕ çăмăллăхсем парассипе 7-мĕш, розницăри суту-илÿ таварçаврăнăш калăпăшĕпе 8-мĕш, туса кăларнă призводство таварĕсене вырнаçтарассипе 9-мĕш тата строительство ĕçĕсем тăвассипе 10-мĕш вырăн йышăнать.
Республика кунĕ умĕн, октябрь уйăхĕн 10-мĕшĕнче, Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров Ĕпхÿри «Башкортостан» патшалăх концерт залĕнче республика аталанавĕшĕн тăрашакан промышленность тата ял хуçалăх предприятийĕсенче ĕçлекенсене, тухтăрсепе ăсчахсене, пултарулăх интеллигенцине, патшалăх тата общества деятелĕсене, мĕнпур ĕç çыннисене тав тунă. Радий Хабиров каланă тăрăх, çак çăмăлах мар вăхăтра çур çул хушшинче республика çынсен пурнăçне çăлса хăварас тата вĕсене йывăр самантра тивĕçлĕ пулăшу парас ĕçре пысăк та пуян опыт пухнине палăртмалла.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: