Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
13 Октябрӗн 2020, 19:35

Михаил Блажевич полковника Пушкăртстан Республикин Çар комиссарне лартнă

Раççей Федерацин Оборона министрĕн хушăвĕпе Пушкăртстан Республикин çар комиссарĕн должноçне Михаил Блажевич полковника лартнă. Маларах çак вырăнта ĕçленĕ Игорь Харченкăпа контракт вăхăчĕ тухнă.

Раççей Федерацин Оборона министрĕн хушăвĕпе Пушкăртстан Республикин çар комиссарĕн должноçне Михаил Блажевич полковника лартнă. Маларах çак вырăнта ĕçленĕ Игорь Харченкăпа контракт вăхăчĕ тухнă.
Справка
Михаил Александрович Блажевич 1975 çулхи май уйăхĕн 21-мĕшĕнче Киев хулинче çуралнă. 1996 çулта Санкт-Петербургри аслă зенитлă ракета команда училищине, 2006 çулта Смоленскри сывлăш оборонин çар академине пĕтернĕ. Çар службине Çĕпĕрти, Мускаври, Çурçĕр-Кавказри, Тĕп çар округĕсенче иртнĕ. 2016 çулхи август уйăхĕнчен пуçласа 2020 çулхи сентябрь уйăхĕччен Кăнтăр çар окургĕн территоринче 67-мĕш зенитлă ракета бригадин командирĕ пулнă. «Тăван çĕршывшăн тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн», «Çапăçура палăрнăшăн», «Çар паттăрлăхĕшĕн» медальсене тивĕçнĕ.
Читайте нас: