Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
13 Октябрӗн 2020, 19:10

Пушкăртстанра пурăнакансем Worldskills Russia программăпа тÿлевсĕр вĕренме пултараççĕ

Пушкăртстан çыннисем республикăра кирлĕ професси хăнăхăвĕсене алла илме пултараççĕ.

Пушкăртстан çыннисем республикăра кирлĕ професси хăнăхăвĕсене алла илме пултараççĕ.
РФ Çутĕç министерстви тата Worldskills Russia программа ĕçе çухатма пултаракансем, ĕçсĕррисем тата тин çеç диплом илнисем валли вĕренÿ программине хута янă.
Квалификацине ÿстермелли курсисем декабрь уйăхĕччен тăсăлĕç. Вĕренĕве федераллă бюджет саплаштарать.
Вĕренес тесен регионта тăратнă кирек мĕнле профессие те суйласа илме пулать. Профессисен хисепне ĕçпе тивĕçтерекенсене кирлĕ вакансисене кура йĕркеленĕ.
Куçăмлă вĕрентÿ Ворлдскиллс вĕрентÿ центрĕн никĕсĕ çинче иртет. Çавăн пекех пĕр-пĕр шута илнĕ профессипе дистанцилле вĕренме те пулать.
Читайте нас: