Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
14 Октябрӗн 2020, 14:04

Хăй вилни пирки пĕлнĕ

Çтерлĕ хулинчи Сергей Семенов хăй пурăнакан адреспа стоматологи поликлиникине килсен, чăн та, вилсе кайма пултарнă.

Çтерлĕ хулинчи Сергей Семенов хăй пурăнакан адреспа стоматологи поликлиникине килсен, чăн та, вилсе кайма пултарнă.
Пенсионер тухтăр патне кĕрес тесе регистратурăна кирлĕ документсем панă. Унта ĕçлекенсем вара вăл вилнĕ тесе пĕлтернĕ. Вĕсен сăмахĕсем тăрăх çакă эрне каярах пулса иртнĕ.
- Паспорт даннăйĕсем те, ытти те - веçех манăн. Пурте вилĕм диагнозĕ çуккинчен тĕлĕнчĕç. Ытларах банк карттине хупласа, пенси тÿлевне чарса лартасран, паспорта пăрахăçа кăларасран хăрарăм, - тенĕ «вилнĕ» çын.
Тĕплĕнрех каласассăн, мĕнпур чирлисене шута илекен «Промед» программăна Сергей Семеновпа пĕр хушаматлă, ятлă тепĕр çын даннăйĕсене кĕртнĕ. Иккĕмĕш Семеновĕ Саратов облаçĕнче пурăннă. Вĕсен çуралнă кунĕсем те юнашар - пĕр-пĕрин хушши икĕ кун çеç.
Пушкăртстан çыннине стоматолог пулăшăвĕ панă. Кăшт каярах сывă Сергей Семеновăн даннăйĕсене çĕнетнĕ. Меллĕ самантпа усă курса пенсионер медиксенчен чĕрепе юн тымарĕн системине тĕрĕслемелли холтер-мониторинг иртме пулăшу ыйтнă.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас: