Пур хыпар та
Новости
14 Октябрӗн 2020, 14:26

Кĕрхи каникул вăраха тăсăлĕ

Пушкăртстанра‚ малтан шутланă пекех‚ çывхаракан кĕрхи каникул шкулсенче пĕр эрнене вăрăмланать.

Пушкăртстанра‚ малтан шутланă пекех‚ çывхаракан кĕрхи каникул шкулсенче пĕр эрнене вăрăмланать.
Каникул кунĕсем тăсăлассине UFA.AIF.RU пĕлтерет. Каланине çирĕплетекен йышăнăва республика Правительствин çăлкуç ссылки урлă тупма пулать.
Кĕрхи каникул кунĕсем октябрь уйăхĕн 26-мĕшĕнчен пуçланмалла пулнă. Вунă куна тăсăлнă кану кунĕсем ноябрь уйăхĕн 4-мĕшĕнче вĕçленмелле.
Паянхи лару-тăрăва шута илсе каникул пĕр эрне маларах - октябрь уйăхĕн 19-мĕшĕнчен пуçланĕ. Апла пулсан‚ кăçал шкул ачисем 17 кун канĕç.
Асăннă йышăнăва çапла ăнлантарса панă: кăшăлвируспа чирлес хăрушлăх ушкăнне кĕнĕ педагогсен ĕçне хăрушсăр тăвасси; эпидеми чиккине каникул вăхăтĕнче ирттересси.
Маларах пĕлтернĕ тăрăх‚ COVID-19па шкул ачисемпе вĕрентекенсем чирленине пула республикăри 112 шкул дистанциллĕ вĕрентĕве куçнă.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: