Кăçал асăннă премие Булат Юсупов кинорежиссер тата Загир Исмагилов ячĕллĕ Ĕпхÿ патшалăх ÿнер институчĕн доценчĕ Гульсясяк Саламатова, тулли метражлă «Пĕрремĕш Республика» («Первая Республика») илемлĕ фильмшăн; Мажит Гафури ячĕллĕ Пушкăрт академи драма театрĕн тĕп режиссерĕ тата театрăн тĕп художникĕ Альберт Нестеров «Зулейха открывает глаза» (Гузель Яхинан романĕ тăрăх), «Черноликие» (Мажит Гафурин повеçĕ тăрăх) спектакльсемшĕн; Хатип Фазылов художник «Тăван çĕршыв сăнарĕ - йăла-йĕрке тата кăмăл-сипет») илемлĕ произведенисен ярăмĕшĕн тивĕçнĕ.
- Паян пирĕн тулли метражлă фильмсем ÿкермелли мĕнпур услови те пур. Фильмсем фестивальсенче тивĕçлĕ наградăсене тивĕçеççĕ. Ĕмĕтре - пултаруллă пушкăрт поэчĕ Рами Гарипов çинчен фильм ÿкересси. Республика пире пулăшасса, фильм сарлака экран çине тухасса шанатпăр, - паллаштарнă хăйĕн планĕсемпе Булат Юсупов.