Пур хыпар та
Новости
14 Октябрӗн 2020, 14:06

Сахăр завочĕсем лайăх шая тухнă

Республикăри сахăр завочĕсем ĕç тухăçĕпе чи лайăх шая тухнă. Октябрь уйăхĕн 6-мĕшĕ тĕлне Чишмари сахăр завочĕ тата «Раевсахар» ООО 355,6 пин тонна тымар çимĕçĕн çĕнĕ тухăçне йышăннă.

Республикăри сахăр завочĕсем ĕç тухăçĕпе чи лайăх шая тухнă. Октябрь уйăхĕн 6-мĕшĕ тĕлне Чишмари сахăр завочĕ тата «Раевсахар» ООО 355,6 пин тонна тымар çимĕçĕн çĕнĕ тухăçне йышăннă. Çав шутран 197 пин тоннине хута янă та ĕнтĕ. Кăçал тымар çимĕçре сахăр шайĕ пысăк пулнине шута илес пулсассăн (18,5-19%) хатĕр продукци начар мар тухмалла. Заводсем 28 пин тонна сахăр туса кăларнă ĕнтĕ. ПР Ял хуçалăх министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, республикăри анасем çинчен пĕтĕмĕшле 672 пин тонна сахăр кăшманĕ кăларса илнĕ. Тухăç пирки калас пулсассăн, вăл гектар пуçне 364 центнер тухать. Çакă иртнĕ çулхипе танлаштарсан пĕр тан килет.
Кăшман кăларас енĕпе Чишма, Благовар, Буздяк районĕсем малта пыраççĕ.
Читайте нас: