Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
14 Октябрӗн 2020, 19:05

Центр пĕрремĕш пациента декабрь уйăхĕн 14-мĕшĕнче йышăнĕ

Çтерлĕ хулинчи инфекци центрне декабрь уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне туса пĕтермелле, декабрĕн 14-мĕшĕнче сывлăх сыхлав учрежденийĕ пĕрремĕш пациента йышăнмалла. Çакăн пек тĕллевсем лартнă Пушкăртстан правительствин премьер-министрĕ Андрей Назаров ĕçлĕ канашлу вăхăтĕнче.

Çтерлĕ хулинчи инфекци центрне декабрь уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне туса пĕтермелле, декабрĕн 14-мĕшĕнче сывлăх сыхлав учрежденийĕ пĕрремĕш пациента йышăнмалла. Çакăн пек тĕллевсем лартнă Пушкăртстан правительствин премьер-министрĕ Андрей Назаров ĕçлĕ канашлу вăхăтĕнче.
- Вăхăт питĕ сахал, бюджетри укçа-тенкĕ те шутлă. Çавăнпа та мĕнпур тăкаксене оптимизацилеме тÿр килет,- тенĕ премьер- министр.
Проектпа килĕшуллĕн çĕнĕ объектра ахаль бокссемпе реанимаци палатисем çеç мар, ача çуратмалли тата ачасен уйрăмĕ, хирурги блогĕ, бактериологи лабораторийĕ, томографи уйрăмĕ пулмалла. Кунта 70 уйрăм бокс уçма палăртаççĕ, чи нумай 300 пациента йышăнма пултарĕç. Госпиталь территоринче вертолет лапамĕ валли те вырăн уйăрнă.
Çакăн пек центр Ĕпху çывăхĕнчи Зубовăра та хута янă, анчах та медицина ĕçченĕсем унта кăлтăксем пуррине палăртнă. Çавăнпа та Çтерлĕри госпитальти коридорсене анлăрах, медперсоналсен пулĕмĕсене ирĕклĕрех те хăтлăрах тума шутлаççĕ.
Андрей Назаров талăк хушшинче правительство постановленине хатĕрлесе ăна алă пусса çирĕплетме, Çтерлĕри инфекци центрĕн строительство ĕçĕсене йĕркелеме килĕшÿ тума хушу панă. Çавăн пекех больница патне пыракан автоçулăн проектне кĕске вăхăтра хатĕрлеме хушнă. Сывлăх сыхлав учрежденин территорине йывăçсем лартса тирпей-илем кÿртесси те кун йĕркинчи çивĕч ыйтусенчен пĕри пулса тăрать.
Вулакансене çакна астутаратпăр, октябрь уйăхĕн 10-мĕшĕнче çĕнĕ инфекци центрĕ тумалли вырăнта Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров пулнă. Ун чухне вăл çĕнĕ объекта хăпартнă çĕрте республикăри предприятисен хăвачĕпе туллин усă курмаллине палăртнă. Унсăр пуçне çĕнĕ госпитальте ĕçлеме медицина кадрĕсене паянах хатĕрлемеллине асăрхаттарнă.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: