Пур хыпар та
Новости
15 Октябрӗн 2020, 18:15

Эрне пуçланнăранпа 18 вăрман пушарне шута илнĕ

Типĕ çанталăк, çĕрте нÿр çукки, уйрăмах Урал леш енчи районсенче, вăрмансенче пушарсем алхаснин тĕп сăлтавĕсем пулса тăраççĕ тесе пĕлтерет ПР Вăрман хуçалăх министерствин пресс-служби.

Типĕ çанталăк, çĕрте нÿр çукки, уйрăмах Урал леш енчи районсенче, вăрмансенче пушарсем алхаснин тĕп сăлтавĕсем пулса тăраççĕ тесе пĕлтерет ПР Вăрман хуçалăх министерствин пресс-служби.
Эрне пуçланнăранпа республикăри вăрман фончĕн территоринче 18 пушар тухнă. Петĕмĕшле çуннă лаптăк 132 гектарпа танлашать. Пушар тухнă вырăнсене вут-çулăм алхасма пуçланă кунах сÿнтернине палăртмалла. Маларах пĕтĕмлетÿсем тунă хыççăн 18 пушартан вун улттăшĕ çынсен айăпне пула пуçланнă.
Вут-çулăм Баймак,Гафури, Зилаир, Учалă, Хайбулла районĕсенчи лесничествăсенче алхаснă. Вĕсене сÿнтерме 242 çынна тата 94 единица ятарлă техникăна явăçтарнă.
- Вут-çулăмпа кĕрешме яланах хатĕр пулмалли режима тата вăрмансенче кашни кунах патрульте çÿрессине эпир юр çумасăр пăрахăçламастпăр,- тенĕ Пушкăртстанри вăрман хуçалăх министрĕн çумĕ Азат Ахтямов. – Пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманшăн административлă йĕркепе штраф тÿлеттересси паянхи кун та пурнăçа кĕрсе пырать. 2021 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Раççей правительствин вăрманти пушар хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă постановленийĕ вăя кĕрет. Унпа килĕшÿллĕн вăрман территорийĕсенче кăвайт чĕртме çеç мар, мангалсемпе,жаровньăсемпе тата шăратмалли лампăсемпе те усă курма юрамасть. Йĕркене пăссан кирек кама та штраф кĕтет.
Сăмах май каласан, паянхи кун Пушкăртстанри вăрмансенче пушар хăрушлăхĕ виççĕмĕш тата тăваттăмĕш класпа танлашать.
2020 çулта пушар хăрушлăх тапхăрĕ пуçланнăранпа республикăри вăрман фончĕн территоринче 149 вăрман пушарне шута илнĕ, пурĕ вут-çулăм 2,8 пин гектар лаптăка сиен кÿнĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ
Читайте нас: