Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
16 Октябрӗн 2020, 15:45

Кăшăлвируспа чирлекенсен шучĕ ÿсет, талăкра 73 çынна çитнĕ

ПР Сывлăх сыхлав министерстви республикăра кашăлвируспа чирлекенсен çĕнĕ кăтартăвĕсене пĕлтернĕ. Октябрь уйăхĕн 16-мĕшĕ тĕлне 73 çын çĕнĕрен COVID-19 вируспа чирленине шута илнĕ. Пандеми пуçланнăранпа çак чир пурĕ 9609 çынна хĕрхенмен.

Юлашки талăкра 56 çын сывалнă, эпидеми хуçаланнă тапхăрта мĕнпурĕ 8634 пациент ура çине тăнă. Стационарсенче 118 çын сипленет, амбулатори режимĕпе (çăмăл формăпа чирлекенисем) – 810. Çак талăкра COVID-19 пула çын вилнĕ тĕслĕх пулман тесе пĕлтереççĕ регионти Сывлăх сыхлав министерствинче.
Маларах, тĕрĕсрех ĕнер, кашăлвируса пула 47 çулхи пациентăн чĕри тапма пăрахнине çирĕплетнĕччĕ. Вăл Ĕпхÿ хулинче пурăнакан арçын пулнă, сахăр чирĕпе, аорта атеросклероз, вăраха тăсăлнă пиелонефрит чирĕсемпе асапланнă.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас: