Раççей правительствин пуçлăхĕ Михаил Мишустин 2021 çулта канмалли кунсене палăртасси çинчен калакан постановление алă пусса çирĕплетнĕ.
Çитес çул январь уйăхĕн 2-мĕшпе 3-мĕшĕ шăмат кунпа вырсарни куна лекеççĕ. Çав кунсем ĕçлемен уяв кунĕсем пулнă май, вĕсене урăх вăхăта куçарма йышăну тунă: ноябрь уйăхĕн 5-мĕшĕнчи эрне куна тата декабрь уйăхĕн 31-мĕшне (каллех эрне кунпа тÿр килет).
Февраль уйăхĕн 20-мĕшĕнчи шăмат кун канмалли куна февральти 22-мĕшне куçарма палăртнă. Çапла тусан Çĕршыв хÿтĕлевçисен уявĕнче эпир виçĕ кун (февраль уйăхĕн 21-23-мĕшĕсенче) умлă-хыçлă канăпăр.
Пĕтĕмĕшле Раççей çыннисен 2021 çулта çичĕ уяв тапхăрĕ пулĕ: январь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 10-мĕшĕччен (10 кун, эрне кунтан ытлари кунччен); февраль уйăхĕн 21-23 мĕшĕсем (3 кун, вырсарни кунтан ытлари кунччен); март уйăхĕн 6-8-мĕшĕсем (3 кун, шăмат кунтан тунти кунччен); май уйăхĕн 1-3-мĕшĕсем (3 кун, шăмат кунтан тунти кунччен); май уйăхĕн 8-10 мĕшĕсем (3 кун, шăмат кунтан тунти кунччен); июнь уйăхĕн 12-14-мĕшĕсем (3 кун, шăмат кунтан тунти кунччен); ноябрь уйăхĕн 4-7-мĕшĕсем (4 кун, кĕçнерни кунтан вырсарни кунччен) тенĕ постановленинче.