Пур хыпар та
Новости
16 Октябрӗн 2020, 13:45

Тĕрлĕ хулара террористсене тытса чарнă, çав шутра Ĕпхÿре те

Раççейри федераллă хăрушсăрлăх служби Волгоград хулинче «Катиба Таухид валь-Джихад» Пĕтĕм тĕнчери террористла организацин икĕ пайташне тытса чарни çинчен пĕлтернĕ. Çакăн çинчен центрти массăлла информаци хатĕрĕсем хыпарланă.

Çак çынсем Волгоградра теракт тума кавар тунă. Вăл Мамаев курган çинчи «Тăван çĕршыв – анне чĕнет» («Родина- мать») палăк патĕнче пулмалла пулнă. «Хăрушă та хаяр ĕçе йĕркелекенсем тата ертсе пыракансем - Сири çĕршывĕнчен» тесе çирĕплетнĕ федераллă хăрушсăрлăх службин обществăлла çыхăнусемпе ĕçлекен центртан. Теракт тума хатĕрленнĕ çынсем Тĕп Ази (Центральная Азия) регионĕнчи пĕр çĕршывран пулни паллă.
Обществăлла çыхăнусемпе ĕçлекен центр çавăн пекех çÿлерех асăннă организацин террорисчĕсене Мускавра, Санкт-Петербургра, Майкопра тата Ĕпхÿре тытса чарнине пĕлтернĕ.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас: